Ака уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.
1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕ Чăваш чĕлхи кунне туса хурасси çинчен постановлени йышăннă. Кăçал 19-мĕш хут Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.
Паян пирĕн шкулта И.Я. Яковлева асăнса чăваш çырулăхне халананă мероприятисен ярăмне палăртмалла.
«Кĕтмен парне саманчĕ». – Аван-и? Сывлăх сунатпăр! Ырă кун пултăр! Салам! Çак сăмахсем чуна çывăх. Ытарлă ыйтусем: «Таканара така пур, тата унта мĕскер пур?» «Явлăкра ямра, ялта-ялан пулсан мĕн малта?» «Тĕлĕкре миçере?» Ирпе ирех ăшă кулă парнелерĕмĕр пĕр-пĕрне. Питĕ ансат-çке!!
«Çĕр пин тĕрĕллĕ чăваш çĕр-шывĕ» выставка уçăлчĕ. Чăваш тĕрри асамлă.
Ăна «вулама» та пулать.
Выставкăна йĕркелеме Абрамова Вера Николаевна, Ротманова Вера Егоровна нумай пулăшрĕç. 8-мĕш класри Самойлова Венера. Яковлева Анастасия, Евдокимов Юрий хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарчĕç.