Илемлĕ сăнарлăх тĕнчи

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ республикăри тата тулай чăваш ачисем валли «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем - 3» ятлă наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Конференцие 9-11 класра вĕренекенсем хутшăнма пултарчĕç. Пурĕ тăватă секци ĕçлерĕ:

- Чăваш литература пĕлĕвĕн тĕнчи

- Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ

- Тăван ен культури

- Культура Чувашии: история и современность.

Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Захарова Зина «Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн тĕнчи» секцире «Тăван чĕлхене юратса вĕренмелле» темăпа тухса калаçрĕ. «Чăваш литература пĕлĕвĕн тĕнчи» секцире 11-мĕш класра вĕренекен Московцев Владислав «Илемлĕ сăнарлăх тĕнчи» темăпа I-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ.