Нăрăс уйăхĕн иккĕмĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Çавра сĕтеле Шупашкар, Муркаш, Çĕрпÿ районĕнчи вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Районсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен метод пĕрлешĕвĕн ертÿçисем кулленхи ĕç планĕпе, учительсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусене тăратчĕç.
Чăваш наци конгресĕн председателĕ Г.Н.Архипов чăвашлăха пырса тивекен кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатрĕ, конгресăн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме май пуррине палăртрĕ. Сцена çинче чăваш халăх поэчĕн Я.Г.Ухсайăн тата паллă ăсчахăмăрăн, этнопедагогăн – Г.Н.Волковăн сăввисем янрарĕç. Елена Шурту – пуканесен театрĕн артисчĕ, чăваш тата пушкăрт халăхĕсен юррисене шăрантарчĕ. Çавра сĕтел пурне те усăллă тата интереслĕ иртрĕ.