«Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ-2012»

Нăрăс уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Раççей шайĕнче иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ-2012» конкурса Мăналти вăтам шкултан 46 вĕренекен хутшăнчĕ. Палăртнă вăхăта классене ачасем пухăнчĕç. Ĕçе пуçличчен инструкципе тĕплĕн паллашрĕç. Конкурс ыйтăвĕсене илсен чăн-чăн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Вĕренекенсене кашни ыйту хумхантарчĕ, шухăшлаттарчĕ. Кăсăклă ыйтусем те чылай пулчĕç. Çулсерен конкурс ыйтăвĕсем интереслĕ пулнăран ачасен йышĕ хушăнса пыни те кăмăла çĕклет. Çакăн пек конкурссене йĕркелекенсене те тав сăмахĕ калас килет.