Кăрлач уйăхĕн 7-19-мĕшĕнче пирĕн тăрăхра сурхури эрнине уявланă. Чăваш халăхĕн хĕллехи савăнăçлă уявĕ ку. Тĕрлĕ–тĕрлĕ уяв мешехисем вăрăм каçсене кĕскетеççĕ: хĕрсем улах ларни, алă ĕç туни, такмаксем каласа ташлани, вăйă-кулă, юмăç пăхни, çветкĕ чупни. Ачасем хĕвел çаврăнăш, мăйăр шĕкĕлчеççĕ. Аслисем уяв апат-çимĕçне хатĕрлеççĕ: кăмакара ăшаланă пăрçа, техĕмлĕ пăрçа кукли. Пăрçа кукли кукли тутлă-и? Эсир тутанса курман пулĕ-ха? Мăналти шкул ачисем ку уяв çимĕçне юратсах астиврĕç. Асаттесемпе асаннесем сурхури мĕнле савăннине хăйсем йĕркеленсе уяв каçне пухăнчĕç.Чун-чĕререн савăнчĕç.
Вера Ротманова, Мăнал шкулĕ.