«Санькка вилĕмĕшĕн кам айăплă?» суд урок.

7-мĕш класра вĕренекенсем  М.Д. Трубинан «Хăнаран» хайлавĕпе паллашрĕç. Калав сюжечĕ ачасене кăсăклантарса ячĕ, Саньккан шăпи пăшăрхантарчĕ. Çавна май урока пĕтĕмлетсе ачасем: «Санька вилĕмĕшĕн кам айăплă?» суд урокĕ ирттерчĕç. Судра адвокат, судья, прокурор, айăпланаканĕсем пулчĕç. Суд урок ачасене те, куракансене те (6-мĕш класра вĕренекенсене) килĕшрĕ.