Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйĕхĕн çирĕм улттăмĕшĕнче 7-8 класри ачасен хушшинче тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса «Эсĕ тăван чĕлхене пĕлетĕн-и?» тесе ят патăмăр.
Кăсăклă ыйтусем çине тĕрĕс хурав пама тăрăшрĕç ачасем. Музыка, истори, ют чĕлхе, географи, математика предмечĕсене çыхăннă ыйтусем çине те хуравлама тиврĕ вĕсен. Çиччĕмĕшсем 19 балл пухма пултарчĕç. Саккăрмĕшсем вĕсенчен 4 балл ытларах пухса конкурсра çĕнтерчĕç.